Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кулӑш ӑстин пӗрремӗш кӗнеки

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Илья Семенов Виктор Петров ертсе пыракан Сатирӑпа кулӑш театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра сӑвӑсемпе калавсем, очерксем чылай ҫырчӗ. Унӑн хайлавӗсем хамӑр республикӑри «Ялавпа» «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче, «Хыпар», «Чӑвашьен», «Хресчен сасси» тата Ульяновск облаҫӗнчи «Канаш», Пушкӑрт Республикинчи «Урал сасси» хаҫатсенче тӑтӑшах пичетленсе пычӗҫ. Нумаях пулмасть акӑ Кӳкеҫ типографийӗнче унӑн калавӗсен пуххи («Сахрун мучи тӗлӗкӗсем») пичетленсе тухрӗ. Ку Ильвас Ярапарӑк пӗрремӗш кӗнеки. Ильвас Ярапар — Илья Семеновӑн литературӑри хушамачӗ, псевдонимӗ эппин.

Кашни ҫыравҫӑшӑнах пӗрремӗш кӗнеке — пысӑк савӑнӑҫ, малашне те хастар ӗҫлеме хистекен хавхалану вӑйӗ, пултарулӑхри пӗрремӗш шанчӑклӑ утӑм.

Ильвас Ярапарӑн ҫак кӗнекери калавӗсем — хальхи саманари пӑтравлӑ пурнӑҫа хӑюллӑн сӑнласа кӑтартакан произведенисем.

Халӗ кӗнекери хӑш-пӗр калавсене тишкерсе тухар-ха. Чи малтанах пире «Сахрун мучи тӗлӗкӗсем» калавӑн сюжечӗ те, содержанийӗ те интереслентерчӗ. Пирӗн ҫӗршыври халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗсенче «ҫӗнӗ» реформӑсем тӑвас юхӑм пуҫланса кайрӗ. Эппин культурӑра та, халӑхсем хушшинчи кулленхи хутшӑнусенче те палӑрмалла улшӑнусем пулмаллах. Сӑмахран, хамӑр республикӑн Патшалӑх Канашӗ 1992 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Чӗлхесем ҫинчен» калакан ятарлӑ саккун йышӑнчӗ. Халӗ ӗнтӗ пирӗн республикӑра пурӑнакан халӑхшӑн чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхи патшалӑх чӗлхисем пулса тӑчӗҫ. Кирек ӑҫта та, кирек мӗнле пухура та чӑвашла тухса калаҫма ан вӑтан, ан имен, вырӑсла та калаҫма лайӑх пӗл.

Калаври пӗтӗм ӗҫ-пуҫ Сахрун мучи шухӑш-ӗмӗчӗ тавра аталаннӑ. Тӳрех калас пулать: хӑй калас шухӑша палӑртма калавра Ильвас Ярапар питех те меллӗ меслет-тӗлӗк суйласа илнӗ. «Иртен пуҫласа кун каҫ енне сулӑничченех пурне те курас тесе, Шупашкар урамӗсем тӑрах сулланса ҫӳренӗ Сахрун мучи автовокзалтан Етӗрне еннелле каякан автобуса кӗрсе ларнӑ-ларман, хытӑ ӗшеннӗрен, анасла пуҫларӗ. Ҫапах та вӑл, автобус хула урӑмӗсем тӑрӑх пӗр тикӗссӗн чупнӑ май, иртен-ҫӳрен ҫынсене, тин ҫеҫ туса ҫитернӗ капӑр ҫуртсене сӑнаса пычӗ. Мӗн калӑн, ватӑ ҫын — ватӑ ҫынах ӗнтӗ. Автобус Хыркасси тӗлнелле ҫитнӗ ҫӗре Сахрун тӗлӗрсе кайрӗ, тӗлӗнмелле ырӑ тӗлӗксем курса пычӗ», — пуҫлать Ильвас Ярапар хӑйӗн «Сахрун мучи тӗлӗкӗсем» калавне.

Мускаври «Метростройра» инженер-строительте ӗҫлекен аслӑ ывӑлӗ Этемпей тӑван яла, ашшӗ-амӑш килне отпуска килнӗ пек. Халӗ вӗсем ывӑлӗн тин ҫеҫ туяннӑ «Мерседесӗ» ҫинче ярӑнса пыраҫҫӗ пек. Машинӑра тӑваттӑн: Этемпей хӑй руль тытса пырать, унпа юнашар —ашшӗ, Сахрун мучи, хыҫалти ларкӑч ҫинче — амӑшӗпе Унерпи ятлӑ арӑмӗ. Вӗсем Шупашкара республика уявне килеҫҫӗ пек. Акӑ вӗсем тӗп хулана ҫывхарса пыраҫҫӗ. Халиччен вырӑсла кӑна «Чебоксары» тесе ҫырнӑ вырӑнта тӗреклӗ постамент ҫине хамӑр тӑван хулара туса кӑларнӑ 500 лаша вӑйлӗ трактора хӑпартса лартнӑ. Тракторӑн мал енне сарлака шурӑ мрамор хӑма ҫирӗплетсе хунӑ. Ун ҫине Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» сӑввинчи ҫак ытарлӑ йӗркесене ылтӑн саспаллисемпе ҫырса хунӑ пек:

Ӗмӗрсем иртсе пыраҫҫӗ

Ӳстерсе ӑс-хал мулне,

Кӗнекеҫӗсем шыраҫҫӗ

Чӑвашсен кунне-ҫулне.

Тинкеретпӗр малалла,

Кайрине те халь куратпӑр.

Манӑн шухӑшӑмпала:

Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!

Ҫапла пуҫланать Сахрун мучи ӗмӗчӗн пӗр тупсӑмӗ. Чӑнахах-ҫке, тӗп хулана пырса кӗрес умӗн Етӗрне-Шупашкар шоссе ҫулӗн сылтӑм енче хулана чысласа лартнӑ стеллӑпа юнашарах — тимӗр шуҫран шӑратса майланӑ пысӑк ылтӑн саспаллисемпе вырӑсла «Чебоксары» тесе ҫырса хунӑ, анчах чӑвашла «Шупашкар» тесе ҫырни ҫук! Сахрун мучи тӗлӗкӗ паянхи чӑнлӑха питех те тӗрӗс ӑнлантарса парать иккен вулакансене.

Тӗлӗкре унталла-кунталла пӑхса пыракан Сахрун мучи, ӗлӗкрех «Мускав проспекчӗ» тенӗ ята улӑштарса «Куҫма Пайраш урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхасан, чун-чӗререн савӑнать.

...Акӑ вӗсем Чӑваш оперӑпа балет театрӗн элеватор хурмиллӗ ҫурчӗ умне ҫитсе чарӑннӑ та репертуарти оперӑпа балетсен ячӗсене вулаҫҫӗ пек: «Ӗмӗр сакки сарлака», «Шурча таврашӗнче», «Аптраман тавраш», «Салампи», «Атӑлпа Сӗве хушшинче», «Эткер»... — пурте чӑвашла. Балетсен ячӗсем те пӗтӗмпех чӑвашлисем: «Арҫури», «Али паттӑр», «Тӗлӗнмелле тӗрӗҫӗ», «Лапшу Ҫтаппанӗн мыскарисем»...

Тӗлӗк курса пыракан Сахрун мучи Нискасси тӗлне ҫитсен шӑв-шава пула вӑранса каять те, тӑван яла ҫитесси инҫе-ха тесе пулас, ырӑ-ырӑ тӗлӗкрен уйрӑлас килменрен тепӗр хут хуп турттарма тытӑнать.

Халӗ вӑл Чӑваш Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче сӑмах калать пек. «Чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ элте-перне ҫакӑн пек тулӑх пурнӑҫ туса панӑшӑн, чӑваш халӑх ӑслӑлӑхне малалла аталантарас тесе чӑваш ачисем валли республикӑри пысӑк хуласенче чӑваш шкулӗсем уҫнӑшӑн, тӑван халӑх культурине ӑнӑҫлӑн аталантарас тӗллевпе Чӑваш искусство университетне уҫнӑшӑн тав тӑвас пулать», — терӗ те Сахрун мучи, ӑна залри депутатсем, ура ҫине тӑрса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ пек...

Мучи, те тӗлӗкре халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупнине пула, те хӑйсен ялӗ тӗлне ҫитнине туйса илсе, ыйхӑран вӑранать те, хӑй тӗлӗкӗнчен хӑй тӗлӗнсе, ӑшшӑн кулса илет: «Эх, ҫак асамлӑ тӗлӗке курнӑ пулӑмсем паянхи чӑн пурнӑҫра пулас пулсассӑн!» — тесе веҫлет Ильвас Ярапар хӑйен «Сахрун мучи тӗлӗкӗсем» ятлӑ калавне.

Кӗнекери ытти хайлавсем те паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатаҫҫӗ, вулакансене шухӑшлама хистеҫҫӗ.

Ильвас Ярапар, артист тата ҫыравҫӑ, ҫак уйӑхра 70 ҫул тултарчӗ. Эппин, ӑна ҫавра уяв ячӗпе те саламлар. Ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунар.

Андрей Алексеев.
«Тӑван Атӑл», 2002, 7№


 
Категорисем: Ильвас Ярапар
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-23 20:33:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4057 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем